Вход на сайт

Просмотр новости

Найдите то, что Вас интересует

🚀 Пĕтĕм тĕнчери аэрокосмос шкулĕнче пулса куртăмăр 📖 Кăçал эпир ...

Дата публикации: 17-08-2026 04:00:00

🚀 Пĕтĕм тĕнчери аэрокосмос шкулĕнче пулса куртăмăр
📖 Кăçал эпир йăмăкпа тĕлĕнмелле вырăнта, Пĕтĕм тĕнчери аэрокосмос шкулĕнче, пулса куртăмăр. Унта Пелепей хулинчи чăвашсен наципе культура автономийĕн председателĕ Владимир Яковлев тăрăшнипе çитрĕмĕр.
🌍 Эпир Пушкăртстанри, Луганск Халăх Республикинчи, Челябинск облаçĕнчи ачасемпе пĕрле 10 кун асăннă вырăнта ирттертĕмĕр. Çакăншăн Владимир Матвеевича пысăк тав тăватпăр. Космос, физика, хими, биологи, математика çинчен мĕн чухлĕ çĕнĕ пĕлÿ пухрăмăр, чаплă та хисеплĕ çынсемпе паллашрăмăр.
👩‍🦰 Пĕр ирхи кун аттепе анне мана йăмăкпа юнашар лартса Пĕтĕм тĕнчери аэрокосмос шкулне кайма телей пÿрни çинчен пĕлтерчĕç. Малтан йăмăкпа иксĕмĕре унта кичем те интереслĕ мар пулĕ тесе уйларăмăр. Анчах та лагерьте пулса курнă хыççăн шухăшсем пĕтĕмпех улшăнчĕç. Асăннă шкул Пушкăртстанри Давлекан районĕнчи Калиновка ялĕнче вырнаçнă. Июль уйăхĕн 14-мĕшĕнче 12 сехетре палăртнă вырăна çитрĕмĕр. Кунта ытти ачасем те пухăннăччĕ, вĕсем мĕншĕн-тĕр çаврăнса утса çÿретчĕç. Каярах ачасем çак майпа ыттисемпе паллашни çинчен пĕлтĕм. Документсене тĕрĕсленĕ хыççăн атте-аннепе сыв пуллашрăмăр та пире ертÿçĕсем чĕнсе илчĕç. Килсе çитнĕ ачасене пурăнмалли вырăнсене кăтартрĕç. Эпир ытти лагерьсенчи пек корпуссенче мар, уйрăм пĕчĕк çуртсенче пурăнтăмăр. Кăнтăрлахи апат вăхăтĕнче эпĕ Луганск Халăх Республикинчен килнĕ хĕр ачасемпе паллашрăм. Вĕсем питĕ кăмăллăскерсем пулса тухрĕç. Кăнтăрлахи апат хыççăн лекцие кайрăмăр. Каçпа пуху иртрĕ, эпир ăна лагерь чĕлхипе «каçхи çурта» («вечерняя свечка») тетпĕр. Унта иртнĕ кунхи пулăмсене сÿтсе яврăмăр, ыран мĕн пулассине палăртрăмăр. Тепĕр кунхине пире ушкăнсем çине пайларĕç.
Тĕплĕнрех пĕлме - https://ursassi.ru/

Схожие новости

#Наименование новостиТональностьИнформативностьДата публикации
1КОСМИЧЕСКИЙ КАЛЕНДАРЬ | ИЮЛЬ Планируемые космические миссии, грядущие астрономические события, ...0530-06-2026
2КОСМИЧЕСКИЙ КАЛЕНДАРЬ | ИЮЛЬ Планируемые космические миссии 🚀 , грядущие ...0527-06-2026
3🚀 Звёздный телемост памяти: 85 лет со дня рождения Владимира ...5717-07-2026
4Калуга и Космос. Выпуск №638 Аудио: https://gtrk-kaluga.ru/kaluga-i-kosmos/audio-12051 Рубрики журнала. • ...012.0201-08-2026
5Продолжается заключительный этап Всероссийского конкурса «Знать. Любить. Гордиться!», организаторами которого ...05.7407-08-2026
6🛰️📡Андрей Петров: «Мы строим центр, где космос становится доступным» 4 ...5706-07-2026
7Приём-приём! 🚀 С Днём рождения, земляне! ТРЦ Galaxy от всего ...7318-07-2026
8Космические каникулы у юных Воронежских ВОИРовцев🚀 Лето - прекрасное время ...011.6523-07-2026
9Символично отметить ДР на космодроме. Герой России, лётчик-космонавт РФ Дмитрий ...5710-07-2026

Классификация: . Схожих патентов: 0. Схожих новостей: 9. Тональность: 0. Информативность: 6.41. Источник: vk.com.